Янра эс яланах, тăван чĕлхем!

   Пăлапуç-Пашьел шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури эрни тунтикун ирттерекен линейкăри «Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе» литература композицийĕнчен пуçланчĕ. Тихонова И.В. вĕрентекен 3 класс ачисем чуна тивмелле шăрантарчĕç чăвашла çырнă  сăвăсене. Степанида Степанова, Анастасия Соколова, Анжелика Шайманова  вара пурне те тыткăнларĕç. Уроксем хыççăн 1-11 класс руководителĕсем тăван чĕлхе пĕлтерĕшĕ çинчен класс сехечĕ ирттерчĕç.

   Пуян та кăсăк, усăллă мероприятисем кашни кунах илĕртрĕç вĕренекенсене.

  5 класс  Матюшкина И.В. вĕрентекен йĕркеленĕ «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» хаваслисемпе тавçăруллисен конкурсĕнче ăмăртрĕ. Гордеева Ольга  ертсе пыракан «Вĕрентекен» ушкăнри ачасем пултаруллăраххи палăрчĕ. «Чечек» ушкăн та маттур пулчĕ. 6 класра вĕренекенсем И.Я.Яковлев калавĕсем тăрăх хатĕрленĕ аппликацисен конкурсне хастар хутшăнчĕç. Вĕсене Тихонова Н.В. класс ертÿçи те хавхалантарсах тăчĕ. Чăваш çыравçисен кĕнекисем тăрăх тунă ÿкерчĕксен конкурсĕнче  вара кĕçĕн класра  вĕренекенсем хастар  пулчĕç.

   И.Я.Яковлев 165 çул тултарнине  халалланǎ мероприятисем уйрǎмах асра юлчĕç.

 Чǎваш чĕлхи кунĕнче ирттернĕ «Юратнǎ çĕр-шывǎм – Чǎваш ен!» пысǎк концерт пурин кǎмǎлне те кайрĕ. 2 класра вĕренекенсем мǎнкун йǎли-йĕркипе паллаштарчĕç.  3 класс ачисем ташланǎ чǎваш ташши, 6 класс ачисем юрланǎ  «Епле килме пĕлтĕр-ши?» чǎваш халǎх юрри, 8 класри Кристина Кондратьева шǎрантарнǎ «Киремет» юрǎ та килĕшрĕç куракансене. Кǎçал шкулпа сыв пуллашакан 11 класс хĕрĕсемпе каччисем «Асамат» юрǎпа савǎнтарчĕç. «Çут çанталǎка упрар!» - тесе пĕтĕмлетÿ турĕ чǎвашла хаваслǎ шǎрантанǎ такмаксемпе 4 класри Майзурова Р.А. ертсе пыракан «Кашǎкǎçсен» ансамблĕ. «Илемлентĕр тǎван тавралǎх» сценкǎра та ǎста вылярĕç çамрǎк артистсем. 1,5,7,9,10 класра вĕренекенсем те хастар хутшǎнчĕç концерта. Тихонова Н.В. музыкант та, класс ертÿçисем те, куракансем те кǎмǎллǎ пулчĕç çамрǎк артистсемпе.

  И.Я.Яковлев калавĕсем тǎрǎх сценка лартакансен конкурсĕнче вара саккǎрмĕш классене çитекенни пулмарĕ. Любовь Мешкова, Николай Александров,  Алевтина Камышева, Кристина Кондратьева хǎйсен ролĕсене ǎста вылярĕç. Куракансем 5-8 классем лартнǎ «Кашкǎрпа карчǎк», «Лаша шырани», «Сехет çĕмĕрни», «Ϋкĕнни» сценкǎсене кǎмǎлласа йышǎнчĕç.

 5-6 класра вĕренекенсем валли Матюшкина И.В. вĕрентекен «И.Я.Яковлев – чǎваш çырулǎхне пуçараканĕ» презентации куравне йркелерĕ. В.И.Козлова вĕрентекен 11 класс ачисем «Чǎваш çыравçисем» викторинǎра тупǎшрĕç. Никитина С.П. 10 класра «Тǎван литература çǎл куçсем» конкурс йĕркелерĕ. Унта «Чǎваш пикисем» ушкǎн «Чǎваш каччисене» парǎнтарчĕ. Уйрǎм ыйтусене хуравланǎ чухне Николай Тукмаков, Василий Тукмаков, Анатолий Чебоксаров, Георгий Козлов хастар пулчĕ.

    7 класс ачисене «Асамлǎх тĕнчинче» вǎйǎ-ǎмǎрту, 9 классене «Чǎваш чĕлхи»  марафон килĕшрĕç, тǎван чĕлхене тарǎнрах пĕлме хавхалантарчĕç. 5-8 класс ачисене  станцисем тǎрǎх ирттернĕ «Чǎваш çĕр-шывĕнчи çул çÿрев» вǎйǎ конкурс питĕ килĕшрĕ.                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                                 

    Кĕçĕн классенче вĕренекенсем те кашни çулах хастар хутшǎнаççĕ чǎваш чĕлхипе литератури эрнине. 1 класс ачисем Л.Г.Тихонова вĕрентекен ертсе пынипе «Чǎваш юмахĕсем тǎрǎх» çул çÿреве тухнǎ, «Чǎваш тĕрри – чи хитри» темǎпа ÿкерчĕксен  тата «Чǎваш ен» сǎвǎ калакансен конкурсĕсене хутшǎннǎ.

    2 класс ачисем Козлова Т.Н вĕрентекен йĕркеленĕ «Асанне арчинен» викторинǎра ǎмǎртрĕç.

   3 класра «Эп – чǎваш ачи, саватǎп хамǎрǎн Чǎваш çĕрне…» сǎвǎ калакансен конкурсĕ иртрĕ. «Çĕр пин юрǎ, сǎвǎ, тĕрĕ, ташǎ çĕрĕ çинче» темǎпа ирттернĕ уява вара виççĕмĕшсем патне тĕл пулǎва хǎйĕн «асамлǎ арчипе» Пǎлапуç-Пашьелĕнче пурǎнакан Матвеева Любовь Ивановна çитнĕ. Çав тери пуян та илемлĕ чĕлхепе тем çинчен те каласа кǎтартнă ачасене, вĕсене  кăсǎклантаракан ыйтусем çине хуравланă, юрласа та панǎ. Ун арчинчи ал шăлли, сурпан тата ытти япаласем çине ачасем куç илми пăхнă. Хǎй те хăнана авалхи чǎваш тумĕпе, хушпупа пынă. Мǎнукĕсемпе «Тетте» журнала та вулать иккен Любовь Ивановна. Хăйсен вĕрентекенĕ Тихонова И.В. чǎвашла тумланни те савăнтарнă виççĕмĕшсене.

   Юлашки вăхăтра ачасем сахал вулани çинчен пăшăрханса калаçни тăтăшах илтĕнет. 4 класс ачисем вара кĕнекепе питĕ туслă. Чăваш чĕлхипе литератури эрнинче вĕсем Л.Агаковăн «Ылтăн вăчăра» кĕнеки тăрăх вулав конференцийĕ ирттерчĕç. ăна çывхарса çитекен Çĕнтерÿ уявне халалларĕç. Пурте хастар пулни палǎрчĕ. Майзурова Р.А. ертсе пынипе «Чǎваш

тĕррине – хамǎн алǎпа» ятпа йĕркеленĕ сехетсенче тǎваттǎмĕшсем ал шǎлли тĕрлеме пултарчĕç.

  Усǎллǎ та кǎсǎклǎ иртрĕ эрне. «Янра эс ĕмĕрех, тǎван чĕлхем!»,- терĕ кашни. Чǎвашлǎх туйǎмĕ сисĕнчĕ унта хутшĕнакансен калаçǎвĕнче те, сǎвви-юрринче те, тумĕнче те… «Тǎван чĕлхесĕр чǎн-чǎн пĕлÿ çук»  тенине тепĕр хут çирĕплетрĕç ачасемпе вĕрентекенсем. Эрнене шкулĕпех хутшǎнни вара пурне те савǎнтарчĕ.