Аннесене халалласа
Пăлапуç-Пашьел шкулĕн 6 класĕнче вĕренекенсем Аннесен кунне халалласа «Чи хаклă çыннăм эс, анне» ятпа сочинени çырчĕç. Кашни йĕрки чĕререн шăранса тухни, ачасем амăшĕсене чунтан юратни, хисеплени сисĕнет. Ачасем хăйсем вĕреннĕ сăвă йĕркисене те аса илнĕ, Аннесен кунĕ пурришĕн хĕпĕртенине те палăртнă. Чылайăшĕ вĕсем валли парне те хатĕрленĕ. Хăш-пĕр чухне кÿрентернĕшĕн каçару ыйтнă.
Христофорова Ирина, Спринсян Семен, Соколова Анастасия, Шайманова Анжела çырнă сочиненисем вара чи лайăххисем тесе палăртрĕç ачасем.