Чăваш Республикин Патшалăх символĕсен кунне халалласа

                    Чăваш Республикин Патшалăх символĕсен кунне халалласа

 

      Чăваш Республикин Патшалăх символĕсен кунне халалласа Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç. 8-9 класра вĕренекенсем 21-ĕн «Чăваш Республикин Патшалăх  символĕсене пĕлетĕр-и?» викторинăра тупăшрĕç. Символсен авторĕсене те, гимн текстне те ачасем аван пĕлни палăрчĕ. Герб тата ялав çине ÿкернĕ пурнăç йывăçĕ, виçĕ хĕвел, хăмла курланки мĕне пĕлтернине те чылайăшĕ  хуравланă, сарăпа хĕрлĕ тĕссен пĕлтерĕшне те тĕрĕс палăртакансем ытларах. 9 класс ачисем хушшинче Лиана Васильева,  Николай Христофоров ,  Петр Гурьев,  Александр Кондратьев, Даниил Павлов, Валерий Шайманов палăрчĕç. 8 класран Сергей Кондратьевпа Ольга Гордеева ыттисенчен балл нумайрах пухрĕç.

 

         5-7 класс ачисем валли Светлана Никитина вĕрентекен символсем çинчен калаçу ирттерчĕ. Ачасем хăйсем  те айккинче юлмарĕç. Уйрăмах 5 класри Екатерина Матвеевăна палăртса хăвармалла. Ыттисемшĕн те  кăсăкли нумай пулчĕ.Ф.В.Искандеров, И.Ф.Искандеров, Е.Ф.Костина авторсен «Азбука чувашских орнаментов и эмблем» кĕнекипе те савăнсах паллашрĕç ачасем. Кашни ачан хăй пурăнакан çĕршывăн символĕсене пĕлмелле тесе пĕтĕмлетрĕç калаçу сехетне хутшăнакан 36 ача.

 

                          «Чăваш Республикин Патшалăх символĕсем» калаçу

      Паян пирĕншĕн, чăвашсемшĕн, пысăкран та пысăк уяв - Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунĕ. Ăна эпир 2004 çултанпа паллă тăватпăр. Çак куна халалласа Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕнчи 5-мĕш класра вĕренекенсем     «Чăваш Республикин Патшалăх символĕсем» калаçу ирттерчĕç.  Ирина Матюшкина  класс ертўçи Чăваш Республикин патшалăх гербĕ, Чăваш Республикин патшалăх ялавĕ, Чăваш Республикин патшалăх гимнĕ çинчен тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Калаçăва Чăваш Республикин гимне  итленипе пусларĕç. Ачасем символсен историйĕпе тĕплĕн паллашрĕç.

      Пирĕн, чăвашсен, хамăрăн Гимн, Герб, Ялав пурришĕн чăнласах та савăнмалла, мăнаçланмалла. Вĕсем - пирĕн халăх историне, унăн тарăн философине кăтартакан пуянлăх.