Чăваш Ен – нумай нациллĕ республика

Чăваш Ен – нумай нациллĕ республика

 

          2010 çулхи перепись тăрăх Чăваш Республикинче 1 миллион та 300 пине яхăн çын, 128 наци çыннисем пурăнаççĕ.  Республикăри кашни 100 çынран 68-шĕ чăваш, 27-шĕ вырăс, 3-шĕ тутар, пĕри мордва. Вĕсенчен чылайăшĕ хăйĕн тăван чĕлхипе калаçать.

       Республикăра иртекен «Халăх туслăхĕ» эрнене Пăлапуç Пашьелти вăтам шкул та хастар хутшăнать. Кашни класс тĕрлĕ енлĕ ĕç ирттерет. 1 класри ачасем вара республикăра   пурăнакан тĕрлĕ нацин юмахĕсене вуласа пĕлчĕç. Класс ертÿçи Лариса Тихонова вуласа панă «Кĕтÿç шăхличĕ» вырăс халăх юмахне, «Мăйракаллă хан» пушкăрт халăх юмахне шăпăрлансем тимлесе итлесе ларчĕç.

         Юлашкинчен ачасем Патăрьел районĕнчи тĕрлĕ наци çыннисем туслă пурăнни çинчен   хăйсем те тĕслĕх илсе пачĕç.