Пашьелти вăтам шкулта «Чăваш чĕлхипе литератури урокĕсенче тата класс тулашĕнче ачасен пултарулăхне аталантарасси» темăпа семинар иртрĕ

2016 çулхи раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче Пашьелти  вăтам шкулта «Чăваш чĕлхипе литератури урокĕсенче тата класс тулашĕнче ачасен пултарулăхне аталантарасси» темăпа семинар иртрĕ. Районти пултарулăх ушкăнĕ çак шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Светлана Петровна Никитинан ĕç опытне пĕтĕмлетрĕ. Светлана Петровна Чăваш патшалăх университетне пĕтерсе алла диплом илсе шкулта ĕçлеме пуçланăранпа 29-мĕш çул ачасене чăваш чĕлхин илемне туйма-курма, хайлавсенчи сăнарсене хак пама, хăйсен шухăшĕсене тĕрĕс те илемлĕ чĕлхепе каласа пама хăнăхтарать, чĕлхе вăрттăнлăхĕсемпе, сăвă çырас ăсталăхпа  паллаштарать. Пурнăçра кашниех  хăйĕн вырăнне тупма пĕлтĕр тесе вăй-халне, вăхăтне шеллемесĕр ĕçлет  аслă категориллĕ учитель. Шкулти ытти предметсемпе пĕрле тачă çыхăнса чăваш чĕлхи ачасен шухăшлавне, пултарулăхне анлăлатма, пĕлÿ шайне ÿстерме пулăшать. Тăван чĕлхене пĕлни ытти чĕлхесене вĕренме, çавна май ытларах пĕлÿ илме пулăшнине кашни вĕренекен патне çитерме тăрăшать вĕрентекен. Вăл хатĕрленĕ ачасем район, республика шайĕнче иртекен тĕрлĕ конкурса хутшăнса  çĕнтерсе дипломсемпе хисеп хучĕсем илни те çавнах çирĕплетет.

Уçă урок итлеме  килнĕ учительсене чăваш тумĕсем тăхăннă  шкул ачисем «Ырă кун пултăр», «Ырă ир пултăр», «Сывлăх сунатпăр» саламсемпе кĕтсе илчĕç, сăвă вуларĕç, илемлĕ юрăпа саламларĕç. Шкул директорĕн вĕренÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ Роза Алексеевна Мазякова шкул ĕçĕ-хĕлĕпе, малаллахи плансемпе паллаштарчĕ.

Чыслăн кĕтсе илнĕ хыççăн учительсем 6-мĕш класра «Пултарулăхсăр çын çук» (Валентина Элпи çыравçăн «Илемлĕхе курма пÿрнĕ ача» калавĕ тăрăх) темăпа ирттернĕ уçă урок пăхрĕç, ăна тивĕçлипе хакларĕç. «Кашни çынрах Турă панă пултарулăх пур, ăна курма-туйма, аталантарма çеç пĕлмелле», - çакăн пек шухăш патне пырса тухрĕç вĕренекенсем. Урока Светлана Петровна  Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕпе килĕшÿллĕн çĕнĕ вĕрентÿ технологийĕсемпе йĕркелесе ирттерчĕ. Районти методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи Светлана Кулакова ертсе пынипе итлекенсем урока пĕтĕмлетрĕç, вĕрентекен ĕçĕ курăмлă пулнине, урок ФГОСа тивĕçтернине  палăртрĕç.

      «Иртнисĕр малашлăх çук» класс тулашĕнчи мероприятинче вĕренекенсен тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕ аван палăрчĕ: сăвă вуларĕç, ташларĕç, вăйă картине тăрса юрă юрларĕç. Паллă тĕпчевçĕ В.П.Станьял: «Хальхи шырав ăсĕ хамăр малашлăха тинкеретпĕр пулсан та аваллăх енче выртать. Иртнине пĕлмесĕр хамăра пĕлместпĕр, хамăра пĕлмесĕр тăван халăхăн ывăлĕ-хĕрĕ пулаймастпăр. Камăн ывăлĕ-хĕрĕ пулнине манмалла мар», - тесе калани паянхи кун питех те вырăнлă. Чăнах та, хамăр халăхăн аваллăхне пĕлни паянхине тарăнрах ăнланма, малашăлăха тĕрĕсрех курма пулăшать, пире историлле анлăн шухăшлама вĕрентет. Чĕннĕ çĕре чăваш тумĕ тăхăнса килнĕ Любовь Ивановна асаннепе Людмила Пантелеймоновна кукамай аса илĕвĕсем тĕл пулăва чĕрĕлĕх кĕртрĕç, ачасен тавра курăмне тата та пуянлатрĕç, аслă ăрури ватă çынсен шăпи çинчен шухăшлаттарчĕç. Шкулти музейри аваллăх япалисемпе паллашса ачасем Вера Ильинична Козлова ветеран учитель сăмахĕсене тимлĕ итлерĕç, урокпа класс тулашĕнчи ĕçе пĕтĕмлетрĕç.

   Пашьелти вăтам шкулта семинара хутшăнакансем Светлана Петровнăна уçă урокшăн тав турĕç,  унăн паха ĕç опытне район, республика шайĕнче сарма,  ĕçĕсене пичете сĕнес тесе йышăнчĕç.

Семинарта Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕн информаципе методика центрĕн методисчĕ Елена Перепелкина тухса калаçрĕ, семинар ĕçне пĕтĕмлетрĕ, çывăх вăхăтра пурнăçламалли ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ, шкул администрацине паянхи тĕл пулăва ирттерме майсем туса панăшăн тав турĕ.