Петĕр Хусанкая халалласа
Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитнине халалласа Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕнче викторина иртрĕ. Тĕрлĕ ыйтусем çине хуравларĕç ачасем. Юратнă поэт ăçта çуралнине те, унăн паллă хайлавĕсене те, Петр Петрович пирĕн районта çуралса ÿснĕ Митта Ваçлейĕпе туслă пулнине те нумайăшĕ тĕрĕс хуравланă. Хусанкайпа çыхăннă паллă вырăнсене те, вĕсен çемйинче пултаруллă çынсем чăмăртаннине те тĕрĕсех палăртнă. Хуравсăр пĕр ыйту та юлман. Чи нумай балл пухакансем вара сиччĕмĕш класра вĕренекен Светлана Матюшкина тата Алексей Бахитов пулчĕç. Ахальтен мар вĕсемех «Тантăш» хаçат ирттернĕ республика ăмăртăвĕнче те малтисен ретĕнче пулчĕç.
Шкул ачисем çавăн пекех Петĕр Хусанкай пурнăçĕпе пултарулăхĕ тăрăх хатĕрленĕ презентацисем пăхрĕç, альбомсемпе, рефератсемпе паллашрĕç, хаçат кăларчĕç. Халĕ вара Хусанкая халалланă «Хастарлăх çăл куçĕ» республикăри интенет конкурса хатĕрленеççĕ.