Çут çанталăк тусĕ пулар-и?

Çут çанталăк тусĕ пулар-и?

      Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕнче çут çанталăкăн чăн-чăн тусĕсем сахал мар. Хĕллехи вăхăтра кайăксем валли сырăшсем туса çунатлă тусĕсене тĕрлĕ çимĕçпе сăйлаççĕ вĕсем, халĕ çуркунне «хура йăмăкĕсене» хăтлă вĕллесемпе кĕтсе илчĕç, йывăç лартас ĕçе те хастар хутшăнаççĕ, кĕçех пахчасемпе кил умĕсене илем кÿме чечексем лартĕç е ытти сăваплă ĕçе пурнăçлĕç. Çут çанталăк этемлĕх сăпки пулнине туйса ăна усă кÿресси çинчен пурте шутласан мĕн тери лайăх пулнă пулĕччĕ! Çак шухăшсене е  мĕнле  ырă ĕç тунине ачасем хăйсем çырнă сăвă-калавсенче, сочиненисенче те палăртаççĕ.

       Шкулта чăваш чĕлхипе литературине  вĕрентекен Светлана Никитина тата Ирина Матюшкина 5-6 классем валли йĕркеленĕ  «Эпир – çут çанталăк тусĕсем» викторинăна та хастар хутшăнчĕç чи маттуррисем. Сехет хушшинче тĕрлĕ кăсăклă ыйтусем çине хуравларĕç. Панă çулçăсен ÿкерчĕкĕсем тăрăх хăш йывăçăн пулнине те пĕлмелле,  ятне чăвашла та, вырăсла та çырмалла. Çут çанталăк çинчен калакан ваттисен сăмахĕсене те, тупмалли юмахсене те, сăнавсене те аса илчĕç. Хамăр тăрăхри чĕр чун, йывăç-курăк, кайăк-кĕшĕк, улма-çырла ячĕсене пĕлессипе те ăмăртрĕç. Панă авторсен хăш хайлавĕсенче çут çанталăк пулăмĕсем пайăррăн сăнланнине те тупма пултарчĕç нумай пĕлме тăрăшакансем. Чĕр чунсем çинчен çырнă хайлавсене аса илчĕç. Тата ытти кăсăклă ыйтусем те хуравсăр юлмарĕç. Кайăк-кĕшĕк, чĕр чун, ÿсен-тăран тĕнчине, вĕсен йăли-йĕркине пĕлмесен пулăшу пама та йывăр пулнине чылай ача лайăх ăнланать. Çакна çирĕплетсе пачĕç те ачасен хуравĕсем. Малти вырăна 6-мĕш класри София Матюшкина çĕнсе илчĕ, пурне те пĕлме тăрăшакан 5 класри Ксения Степанова вара иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Виççĕмĕш вырăна 6 класри Александр Шайманов, Екатерина Матвеева, Ольга Вазенкова пайларĕç.