Сывлăх вăййисем
Ача чух пурте вăйă выляма юратни паллă-ха. Вĕсем вара ытла та тĕрлĕрен. Кам шашка-шахматла выляса ăс-тăна аталантарать, теприсене тавçарулăха аталантармалли «Кам нумайрах пĕлет?» е «Тĕрĕс хуравлăр» йышши вăйăсем килĕшеççĕ, виççĕмĕшĕсем компьютер умĕнчен те хăпма пĕлмеççĕ. Пăлапуç Пашьел шкулĕн 5-мĕш класĕнче вĕренекенсем вара хускану туса сывлăха çирĕплетмелли вăйăсене кăмăллаççĕ. Хальхинче класс сехетне те «Сывлăх вăййисем» ятпа ирттерчĕç. Светлана Никитина класс ертÿçи хавхалантарнипе тем тĕрлĕ вăйă та выляса киленчĕç. Вăйă карти çавăрса ят пĕлмелли те кăсăклантарчĕ, «Кашкăр каçман çырминчен» те «каçса» курчĕç, «Лар-тăр!» вăййа та килĕштерчĕç. Тĕрлĕ хускану туни те, хавслă кулă та ачасен сывлахне çирĕплетме, туслăха хаклама нумай пулăшать. Юлашкинчен хĕрачасемпе арçын ачасем пĕр-пĕринпе сывлăх çинчен калакан ваттисен сăмахĕсем тупассипе ăмăртрĕç. Кунта та туслăх çĕнтерчĕ. «Пурнăçра чи хакли – сывлăх, ăна пурин те упрамалла !» - тесе пĕтĕмлетрĕç ачасем.