Алла Краснова — çĕнтерÿçĕсен йышĕнче
Нумаях пулмасть Чăваш Республикин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин приказĕпе килĕшÿллĕн Раççейри Экологи тата Чăваш енри Ашшĕпе Амăшĕн çулталăкне халалласа 9-11 класра вĕренекенсем валли «Тăван кил ăшши — атте-анне ăшши» темăпа сочинени çыракансен конкурсĕ иртрĕ. Сĕннĕ тăватă номинацирен пĕрне суйласа илсе конкурссантсен калав, очерк, эссе е рецензи çырмаллаччĕ. «Тăван çĕр-шыва юратасси çемьерен пуçланать», «Ашшĕ-амăшĕн тивлечĕ ачашăн ырă тĕслĕх» , «Çĕр анне хуçана çеç юратать», «Чăваш çыравçисен хайлавĕсенче кăтартнă атте-анне ырă сăнарĕсем» номинацирен иккĕмĕшне суйласа илчĕ Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕнчи 10-мĕш класра вĕренекен Алла Краснова (вĕрентекенĕ -Светлана Никитина) конкурса хутшăнса. Çыру жанрĕпе «Сире пула телейлĕ эпĕ» хайлав шăрçаларĕ.
Хăйĕн ашшĕпе амăшĕ пур енчен те ырă тĕслĕх пулнине, çемйи килĕштерсе пурăннине туллин илемлĕ те пуян чĕлхепе çырса кăтартнă хĕрача çырура, вĕсене кун-çул пилленĕшĕн, ĕçе вĕрентнĕшĕн тав тунă. Вĕренÿре те, спортра та, пултарулăх ĕçĕнче те хастарскер, хальхинче те республикăра 10-мĕш классем хушшинче 2-мĕш вырăна тухма пултарчĕ. Аллăна малашне те çитĕнÿсем сунатпăр.