Пĕрле ĕçлесен çеç ăнăçу пулать

                                        Пĕрле ĕçлесен çеç ăнăçу пулать

 

        Кĕçĕн класран пиллĕкмĕшне куçнă тапхăр йывăрлăхсемпе çыхăннине аван ăнланаççĕ ашшĕ-амăшĕсем. Çавна шута илсе Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти пиллĕкмĕшсен ашшĕ-амăшĕсем класс пухăвĕсене сиктермесĕр çÿреме тăрăшаççĕ. Хальхинче те 10 ачаран тăххăрĕшĕн килме вăхăт тупнă. Пухăвăн пĕр пайĕ «Атте-анне юнашар - урăх ним те кирлĕ мар!» темăпа иртрĕ. Ăна Чăваш Енри Ашшĕпе Амăшĕн çулталăкне халалланă. Пухура пурте амăшĕсемччĕ. Класс ертÿçи Светлана Никитина вĕсене ачасен шкулти  ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланма вăхăт тупнăшăн тав турĕ, ачасемпе яланах çывăх пулма, вĕсене юратура ÿстерме ырлăх-сывлăх сунчĕ. Ун хыççăн ачасем атте-анне çинчен хывнă сăвă çаврăмĕсенчен йĕркеленĕ литмонтаж лартрĕç. Амăшĕсене хăйсем  ăсталанă çăлтăрсем, открыткăсем парнелерĕç. Ачисен пултарулăхне курса ларнă май амăшĕсен куçĕнче савăнăç хĕлхемĕ палăрчĕ. Чăвашла, вырăсла юрăсем шăрантарчĕç вĕсем, сăвă каларĕç, класĕпе «Урокра» сценка лартрĕç, хĕрачасем илемлĕ ташă парнелерĕç. Пурте пĕрле вĕри чейпе, пылак çимĕçпе сăйланчĕç. Кашни ачах хăйне амăшĕ çумĕнче телейлĕ туйнине ăнланма йывăрах пулмарĕ. Пур  амăшĕшĕн хăйĕн ачи чи хакли, ачишĕн те амăшĕ çавах. Çак çыхăну вара кирек хăçан та çирĕп пултăр: ача чух та, çитĕнсен те, ватлăхра та.

       Малалла вара шăпах куçăм тапхăрĕнчи çивĕч ыйтусене хускатрĕç черетлĕ пухура. Палăртнă темăпа  малтан директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Роза Мазякова сăмах илчĕ. Çавăн пекех Роза Алексеевна пиллĕкмĕшсем патĕнче итленĕ уроксене те тишкерчĕ. Амăшĕсене куçăм тапхăрĕнче ачасемпе тата та çывăхрах пулма, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе тăтăшах кăсăкланма, вăхăтра пулăшма сĕнчĕ.

        Малалла пуху «Çавра сĕтел» хушшинче иртрĕ.  5 класс ертÿçи Светлана Никитина пуху темине малалла тăснă май ачасене тĕрлĕ  анкета ыйтăвĕсем çине хуравлаттарни, çак ĕçе тума пурте хаваспах килĕшни çинчен пĕлтерчĕ. Анкета  хуравĕсен тишкерĕвĕ пурне те кăсăклантарчĕ.

        Класри ачасенчен пурте уроксем тĕрлĕ кабинетсенче иртнине, çĕнĕ учительсене хăвăрт хăнăхса пынине асăннă. Юратнă уроксемпе предметсен шутне ытларахăшĕ физкультурăпа музыкăна, математикăна кĕртнĕ. Ÿкерме юратакансем те сахал мар. Ахальтен мар пуль класри ачасен пысăк пайĕ спорт секцийĕсене, гитаристсен кружокне çÿрет, пысăк тăхтав вăхăтĕнче арçын ачасем теннисла выляма юратаççĕ. Уроксенче, класс тулашĕнчи мероприятисенче  пĕр-пĕринпе килĕштерсе хутшăнаççĕ. Анкетăра палăртнă тăрăх шкулта вĕсене вĕрентекенсем те, аслă классенчи ачасем те кÿрентермеççĕ. Сиксе тухнă йывăрлăха хăшĕсем ашшĕ-амăшĕпе, теприсем чи çывăх тусĕсемпе пайлани палăрчĕ. Шкула кăмăлпах çÿренине  палăртни, паллах, савăнтарчĕ. Çавах та тĕрлĕ предмет вĕрентекенсем тепĕр чухне урокра хăш-пĕр ачасен тимлĕхĕ çитменни е уроксене пурте тĕплĕ хатĕрленсе килменни пирки  асăрхаттарнине те асăнса хăварчĕ Светлана Петровна, пурне те сĕнÿ-открытка  валеçсе пачĕ. Пухура амăшĕсем те пĕчĕк «экзамен» тытрĕç. Ачасем мĕнле предметсем вĕреннине, камсем вĕрентнине, эрнери уроксен шутне пĕлнипе пĕлменнине тата ачасем килте мĕнпе ытларах кăсăкланнине тĕрĕслерĕ. Хастар хутшăнчĕç калаçăва амăшĕсем, ачасене воспитани парас ĕçре çапла яланах килĕштерсе, пĕр-пĕрне пулăшса  ĕçлесен çеç ăнăçу пулать  тесе пĕтĕмлетрĕç, хăйсен шухăшĕсемпе сĕнĕвĕсене çырса хăварчĕç.