Çитĕнĕвĕсем савăнтараççĕ
Çак кунсенче Чаваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕ, «Хыпар» издательство çурчĕн литературăпа культура тата искусство «Тăван Атал» журналĕ, чăваш ачисен «Танташ» хаçачĕ И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалласа «Ман халăх — ман Таван çĕр-шыв!» регионсен хушшинчи ача-пăча пултарулăхĕн конкурсне пĕтĕмлетрĕç. Конкурс тĕллевĕсем чăваш чĕлхипе литературине, хутшăнупа пуплев культурин çыхăнăвĕсене аталантарасси, илемлĕхе туякан пултаруллă шкул ачисемпе çамрăксене тупса палăртасси, вĕсене литературăпа ал ĕç ăсталăх ăмăртăвне анлăрах явăçтарасси, ачасемпе студентсене хăйсен пултараслăхне йĕркелеме, шухăш хастарлăхне аталантарма, литературăпа ал ĕç ăсталăхĕпе кăсăкланма хавхалантарасси, И.Я.Яковлевăн ырă ĕçĕ-хĕлĕпе халалĕ çинче вĕренекенсене наци тата этнос харпăр хăй ăнланулăхне йĕркелеме пулăшасси, ачасен пултарулăхне аталантарма вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕсене анлăрах явăçтарасси пулчĕ.
Хальхинче те Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕн 10-мĕш класĕнче вĕренекен Алла Краснова (ертÿçи Светлана Никитина) призерсен шутне кĕме пултарчĕ. Конкурса ачасем темле ĕç те тăратма пултарнă: хайлавсем, ал ĕçĕсем, ÿкерчĕксем тата ытти те. Маттур хĕрача вара «Чи лайăх сăвă» номинацире палăрчĕ. Сăввисене виççĕрен кая мар ярса памаллаччĕ. Алла сăввисенче тăван халăха, тавралăха, яла чунтан юратнине, Иван Яковлева сума сунине палăртрĕ. Тăрăшни вара çитĕнÿ кÿчĕ. Малашне те хĕрачан пултарулăх çăл куçĕ ан иксĕлтĕр.