Чăваш Улăпне халалласа
Чăваш чĕлхи кунне тата И.Я.Яковлев 170 çул тултарнине халалласа Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕнче «Ĕмĕрсем хушши çуталĕ сан сăваплă ыр яту!» ятпа пысăк уяв иртрĕ. Уява салам сăмахĕпе, ыр сунăмсемпе шкул директорĕ Лиана Павлова уçрĕ. Тăван чĕлхепе литература вĕрентекен Светлана Никитина сăмах илчĕ. Иван Яковлевич Яковлевăн чăваш халăхĕ умĕнчи вышкайсăр пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçĕсем çинче чарăнса тăчĕ, тăван чĕлхе пĕлтерĕшĕ, вăй- хăвачĕ, ăна кашнин хисеплемелли çинчен каларĕ.
Ун хыççăн 5 класра вĕренекенсем хамăр районта суралса ÿснĕ Леонид Лялькинăн «Сăваплă ят» поэмин сыпăкĕсене каларĕç.Чăваш Улăпне халалланă сăмахсем усçăн янăрарĕç залра.
Чăн-чăн паттăр, улăп пулнă
Иван Яковлев чăваш.
Халăха вăл çутта туртнă,
Пулнă çирĕп те вăш-вăш.
Кирилпа Мефодий пулнă
Тăван халăхшăн Иван.
Чăваша çырулăх панă
Алфавит ăсталакан…
Тата ытти нумай йĕркесем те Иван Яковлев сăнарне пирĕн ума кăларчĕç.
Акă сцена çине тухьяллă, мăяллă, хитре чăваш кĕпиллĕ икĕ хĕрача тухрĕ. Кусем уява ертсе пыракан çиччĕмĕш класс ачисем Екатерина Матвеевăпа София Матюшкина пулчĕç. Чĕлхемĕр çеç мар, тумăмăр та çав тери хитре-çке пирĕн! Катьăпа София уяв тăршшĕпех залра ларакансене Чăваш Улăпĕн ачалăхĕпе, Пăрăнтăкра, Чĕмпĕрте, Хусанта вĕреннĕ çулĕсемпе, унăн пархатарлă ĕçĕсемпе паллаштарса пычĕç. Нумай çĕнни пĕлчĕç Яковлев мăнукĕсем, вăл шаннă чăваш ачисем. Ертсе пыракансем хăйсен сăмахĕ хушшинче кашни класах сăмах пачĕç. Пур класс та Иван Яковлев калавĕсемпе куçарăвĕсем тăрăх сценка хатĕрленĕ. 10 класс артисчĕсен алли çăмăл пулчĕ. «Лаша шырани» сцекăна лартакан Оля Гордеева, Алла Краснова, Инна Краснова, Любовь Иванова, Николай Шугуров, Сергей Кондратьев хăйсен ролĕсене чăн-чăн артист пекех вылярĕç. 5 класс ачисем «Суеçĕ» сценкăпа савăнтарчĕç. Кĕтÿçĕ ролĕнчи Саша Сапожников ăста пулни палăрчĕ. 6 класс артисчĕсем сцена çине «Кулачă» сценкăпа тухрĕç. Кăк кăклакан чăваш ачин сăнарне Саша Герасимов питĕ ăста калăпларĕ. Ĕçлесе çисен хура çăкăр та кулачăран тутлăрах иккен, хырăм выçмасăр çисен пылĕ те йÿçĕ тесе ĕнентерчĕ çамрăк артист куракансене. 7 класс ачисем «Йăлăнтарни» хайлав тăрăх хатĕрленĕ ĕçе пăхма та кăмăллă пулчĕ. Максим Чебоксаров ашшĕ рольне маттур вылярĕ, йăлăнтармăш ачана вылякан Гордей Гордеев та артистран кая мар. 8 класри сцена ăстисем «Тилĕпе тăрна» куçару тăрăх хатĕрленĕ ĕçпе тухрĕç. Ирина Христофорова Тилĕ рольне калăпларĕ, Алеша Бахитов Тăрна пулчĕ. Витрепе, вăлтапа, пулăç тумĕпе тухнă 9-мĕш класс артисчĕсене те хыттăн ал çупса кĕтсе илчĕç куракансем, «Пулă сĕрни» калав тăрăх чăваш, ирçе, вырăс пулă тытнине, пĕр-пĕрин чĕлхине ăнланманнине кăтартса пачĕç Илья Киданов, Геннадий Ларев тата Матвей Пестерев вĕренекенсем. Иван Яковлевăн кашни калавĕнчех ăс вĕрентсе калани пур, çакна ваттисен сăмахĕсемпе питĕ меллĕ пĕтĕмлетсе хăварнă аслă педагогăмăр.
Уявра 6 класра вĕренекен Ксения Степанова Иван Яковлевпа пĕр ялта çуралса ÿснĕ Александр Алка çырнă «Ту айĕнче ларать мăнаçлĕ Кушкă» сăвва илемлĕ вуласа савăнтарчĕ.
Чăнах та, тĕлĕнмелле çын иккен Чăваш Улăпĕ Иван Яковлевич Яковлев, вăлах – педагог тата психолог, писатель тата критик, редактор тата издатель, куçаруçă тата кĕнеке саракан, фольклорист тата этнограф, историк тата искусствовед, общество деятелĕ тата философ… Вăл уçнă Чĕмпĕр шкулĕ революциччен чăваш халăхĕшĕн университет та, академи те, консерватори те, театр та пулнă. Кунта çут ĕçĕ, культурăпа наука аталаннă. И.Я.Яковлев чăвашсен малтанхи çыравçисене, артисчĕсене, композиторĕсене… вĕрентнĕ. Унăн пархатарлă ĕçĕсем çинчен Раççейре çеç мар, ытти нумай çĕр-шывра та пĕлеççĕ.
Иван Яковлевич Яковлевăн ячĕ
Тухман, тухас çук пирĕн асăмран.
Кашни çын чунне çывăх çутă сăн-сăпачĕ
Пире хавал суннăн ялкăшать умра. (Г.Моклаков)
Уяв вĕçĕнче çак сăвă йĕркисем янăрарĕç. Тăван чĕлхемĕр те, Иван Яковлевăн сумлă та сăваплă ячĕ те ĕмĕр-ĕмĕр ялкăшса тăччăр, пире малалла аталанма хăват паччăр!