Çул çине тухсан

                                                        Çул çине тухсан

    Кам кăна тухмасть-ши çул çине? Мĕнле кăна транспорт чупмасть-ши? Çуран утаканăн та, руль умĕнче лараканăн та çул-йĕр правилисене пăхăнмалли çинчен сăмах пычĕ 5 класра. Класс руководителĕ Светлана Никитина ачасене çула тухаканăн хăйне епле тытмалли, кашни çыннăн хăрушлăхсăр правилисене асра тытмалли çинчен каларĕ.

      Пиллĕкмĕш класра вĕренекен 10 ачаран пурин те килте велосипед пур. Çул-йĕр типсе çитсен нумайăшĕ çак транспортпа тĕрлĕ тĕллевпе усă курать. Пĕрисем уçăлса çÿреме, сывлăха  çирĕплетес тĕллевпе, теприсем инçе çула кĕскетме усă кураççĕ. Велосипедпа туслă пулни чăннипех те ура мышщине те, сывлăш органĕсене те çирĕплетет,  чĕре ĕçне те йĕркелет,  кăмăла та çĕклет. «Усăллă кану инкеке ан çаврăнтăр тесен вара  çул çинчи паллăсемпе туслă пулмалла», - пĕтĕмлетрĕç ачасем, вĕсене пăхса тухрĕç.  Çитес калаçура велосипед историйĕ çинчен те  пĕлме шут тытрĕç.