«Тăван сăмах, тăван йăла ан манăçчăр нихçан!»

                                     «Тăван сăмах, тăван йăла ан манăçчăр нихçан!»

      Çак  ятпа иртрĕ  Пăлапуç Пашьел шкулĕнче станцисем тăрăх йĕркеленĕ ăмăрту. Унта 5-8 класра вĕренекенсем тупăшрĕç. Тĕрлĕ класс ачисенчен йĕркеленĕ виçĕ маттур ушкăн тĕрĕслерĕ хăйĕн ăс-тăн вăйне. Вăййа тăван чĕлхепе литература вĕрентекенĕ Светлана Никитина ертсе пычĕ.

     «Чĕвĕлти чĕкеç», «Тăван сăмах», «Асамат кĕперĕ» ушкăнсенчи çул çÿревçĕсем хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслесе «Халăх сăмахлăхĕ», «Пуплев пайĕсем», «Наука пайĕсем», «Тĕрĕс куçар», «Шÿтлĕ ыйтусем» чарăнусенче пулчĕç. Хутшăнакансем пурте тавçăруллă та анлă тавра курăмлă пулни палăрчĕ. Чăрмавсем урлă çăмăллăнах каçма пултарчĕç. Ваттисен сăмахĕн тепĕр пайне те хăвăртах тупма пултарчĕç, тупмалли юмах та шăл çемми пулчĕ, пуплев пайĕсемпе, наука пайĕсемпе çыхăннă ыйтусем те хуравсăр юлмарĕç, вырăсла-чăвашла куçарасси те йывăрлăх кăларса тăратмарĕ, шÿтлĕ ыйтусен хуравĕсем те айккине юлмарĕç. Чарăнура тăракан тÿресем те хăйсен ĕçне чыслăн пурнăçларĕç, ачасен пĕлĕвĕпе кăмăллă юлчĕç. Икĕ ушкăнран пĕр балл ытларах пухса «Чĕвĕлти чĕкеç» мала тухма пултарчĕ. Ушкăн ертÿçи 8 класра вĕренекен Настя Соколова  5 класри Василий Спринсян, 6 класри Саша Аблясов тата 7 класри Ольга Вазенкова хастарлăхĕпе  кăмăллă пулнине пĕлтерчĕ. Вăйă пурин кăмăлне те кайрĕ.