«Бесланти синкер — ĕмĕрлĕх суран»
Çакăн пек ятпа иртрĕ Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕн 6 класĕнче террористсен чунсăрлăхне пула шар курнисен ячĕпе Асăну сехечĕ. Раççейре ăна кашни çулах ирттереççĕ. Терроризмпа кĕрешмелли пĕр шухăшлăх кунне ирттересси Çурçĕр Осети-Албани Республикинчи Беслан хулинче 2004-мĕш çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче пулнă синкерпе çыхăннине тепĕр хут аса илчĕç ачасем. Светлана Никитина класс ертÿçипе пĕрле çав синкерлĕ куна тепер хут куç умне кăларчĕç, террористсен хăрушă ĕçне сивлерĕç. Пĕлÿ кунне халалланă уяв теракта пула инкеке çаврăнни пурне те хурлантарчĕ. 1128 çын бандитсен аллинче виçĕ талăк тыткăнра ларнă. Террористсен ирсĕрлĕхне пула 335 çын, çав шутра 186 ача пурнăçĕ татăлнă, 500 çын ытла аманнă. Бесланти хăрушлăх пĕтĕм тĕнчене кисретнĕ. Çак синкерлĕ пулăм нихăçан та манăçмĕ.
Аван уйăхĕн 3-мĕшĕнче кашни çулах Бесланти асăну комплексĕнче чан çапнă хыççăн тÿпене 335 шурă хăмпă вĕçтерсе яраççĕ. Кашни хăмпă — вăхăтсăр татăлнă пурнăç...
Инкек, чун ыратавĕ çынсене çывăхлатать, терроризмпа пĕрле кар тăрса кĕрешме хистет.
«Мирлĕ пултăрччĕ пирĕн тÿпе! Вăхăтсăр пĕр пурнăç та ан татăлтăр. Çĕр çинче туслăх, ăнланулăх хуçалантăр! Ачалăх хаваслă, çамрăклăх ĕçлĕ те талпăнуллă, ватлăх канлĕ те лапкă ирттĕр», -текен шухăшпа вĕçленчĕ асăну сехечĕ.