«Сывлăхлă пулас тесен…»

«Сывлăхлă пулас тесен…»

      Çакăн пек ятпа ирттерчĕ  Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти  улттăмĕшсемпе калаçу сехетне класс ертÿçи Светлана Никитина.

   «Сывлăхлă пулас тесен мĕн тумалла-ха, мĕнле пулмалла ?» - ыйту пачĕ  чи малтанах вĕрентекен ачасене. Хуравсем вара нумай пулчĕç. Ирсерен зарядка тумалла, пируспа, эрехпе, наркотиксемпе туслашмалла мар, витаминлă апат-çимĕç нумайрах çимелле, уçă сывлăшра та ытларах пулма тăрăшмалла,  кун йĕркине пăхăнса вăхăтра  çывăрма выртмалла. Хаваслă кăмăл та  сывлăх çăл куçĕ  пулнине палăртрĕç ачасем. Кун йĕркине епле пăхăнни çинче чарăнса тăчĕç. Кашниех хăйне панă хут листи çине сывлăх мĕн иккене палăртса хĕвеллĕ кластер турĕ. Ачасенчен чылайăшĕ сывлăх вăл телей, пурнăç, савăнăç тесе çырнă.

     Юлашкинчен пурте пĕрле вăйăсем вылярĕç. Хусканусем туни  ачасен вăй-халне ÿстерме, тĕрĕс аталанма пулăшать.  Çирĕп сывлăхлă пулма пурин те тăрăшмалла.