Наркотик – хаяр тăшман
Сывлăх – çут çанталăк панă чи хаклă пурлăх. Темшĕн çынсем ăна чылай чухне упрамаççĕ. Сывлăха вара пĕр çухатсан укçалла илме çук. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнман çынсем темле сиенлĕ йăлапа та туслашаççĕ, чире каяççĕ. Наркомани те чи анлă сарăлнă чир шутланать. Ачасем сиенлĕ хутăшсемпе ан туслашчăр тесе, сывлăха упрама хăнăхтарас тĕллевпе Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕнче 6-мĕш класра класс ертÿçи Светлана Никитина «Наркотик – хаяр тăшман» ятпа калаçу ирттерчĕ.
Наркотик – çын сывлăхĕшĕн чи сиенлĕ наркăмăшсенчен пĕри. Пĕр хутчен ăна тутанса пăхни те пурнăçри чи пысăк инкек патне илсе пыма пултарни çинчен те, ун серепине лекнĕ çынсем хайсене тирпейсĕр тытни, çывăх çынсенех суйма-улталама, вăрлама-çаратма вĕренни пирки те асăрхаттарчĕ Светлана Петровна. Çавăн пекех ачасем наркомансем хăйсен сывлăхне епле юхăнтарса ян çинчен, вĕсен пурнăçĕ епле йĕркеленсе пыни çинчен презентаци те пăхрĕç. Наркомансем хушшинче СПИД чирĕ питĕ хăвăрт сарăлни те хăрушă. Вĕсем усă курнă юнлă шприцра чир вирусĕ темиçе çын чирлемелĕх те çителĕклĕ. Ачасем наркотиксем этемĕн нерв системине амантнине, ăна минретнине, ÿсĕртнине пĕлчĕç. Ун пек çынсем вара обществошăн сиенлĕ. Шурă вилĕм серепине никамăн та лекмелле ан пултăрччĕ! Вĕрентекен юлашкинчен ачасене килте «Эпир - наркотика хирĕç!» темăпа ÿкерчĕсем тума сĕнчĕ.