«Асамлă хутаç»

         Хальхинче  Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕн улттăмăш класĕнче вĕренекенсем  Светлана Никитина класс руководителĕ ертсе пынипе кăсăклă «çул çÿреве»  тухрĕç. Класри арçын ачасен «Пăхаттирсем» тата хĕрачасен «Харсăррисем» ушкăнĕсем палăртнă маршрут  тăрăх  тĕрлĕ чăрмавсене сирсе кучченеç пытаннă «Асамлă хутаçа» шырарĕç. Пурнăçламалли ĕçсем пурте сывлăх темипе çыхăннă иккен. Ваттисен сăмахĕсенчи сиксе юлнă сăмахсене те хăвăртах тупрĕç «çула тухнисем».  Пĕр «чăрмавне сирмесĕр» вара малалла кайма çул  çук! «Сывлăх» сăмахпа синквейн та çырмалла пулчĕ. Аяк сăмах çырнă чух та пуçарулăхпа  савăнтарчĕç ушкăнсем. Сывлăхлă çын савăнăçлă, ырă, вăйлă, лайăх кăмăллă, ăслă, хастар пулнине палăртрĕç. Кăçал  тăван литературăпа вĕреннĕ Иван Лисаевăн «Чире парăнма çуралман» хайлавĕнчи хăй сывлăхĕшĕн çине тăрса тăрăшакан Витя Кулешов сăнарне те манса кайман ачасем. Çак хайлав тăрăх панă ыйтусем те хуравсăр юлмарĕç.

       Ĕçсене маларах пурнăçласа «Асамлă арчана» шыраса тупаканĕ вара  «Харсăррисем» ушкăн пулчĕ. «Вăйă выляма та, савăнса кулма та сывлăх кирлĕ», - тесе пĕтĕмлетрĕç арçын ачасемпе хĕрачасем «çул çÿрев» кăмăла кайнине палăртса. Юлашкинчен пĕрле «Асамлă хутаçри»  кучченеçпе сăйланчĕç.