Тăван çĕршыва хÿтĕлесе Аслă Аттелĕх вăрçинче пуç хунă салтаксене халалласа Пăлапуç Пашьел ял тăрăхĕнчи кану паркĕнче йывăç лартса аллея тунăччĕ ĕнтĕ. Унта вăрçăран таврăнайман салтаксен ячĕпе 135 çăка хунавĕ лартнăччĕ.
Ял старости Леонтий Александров пăхса тухнă хыççăн кăçал хăш-пĕр йывăçсем чĕрĕлменни палăрчĕ. Çавăнпа та Леонтий Иванович çĕнĕ хунавсем лартма Пăлапуç Пашьел шкулĕнче вĕренекенсенчен пулăшу ыйтрĕ. 10-мĕш класс ачисем çак ĕçе хутшăнма хапăл турĕç.
Часах çамрăк волонтерсем Вера Кузьминична Мешкова класс ертÿçипе пĕрле палăртнă вырăна пухăнчĕç. Малтанласа вĕсене Леонтий Иванович çамрăк хунавсене мĕнлерех лартмаллине ăнлантарчĕ. Волонтерсем сăваплă ĕçе пуçăнчĕç. Тăван çĕршыв телейĕшĕн кĕрешсе пуç хунисене манма юраманнине ăнланса хастар ĕçлерĕç вуннăмĕшсем. Кашни çемьенех асап инкек кÿнĕ-çке 1941-1945-мĕш çулсенчи хаяр вăрçă. Леонтий Иванович шкул ачисене пархатарлă ĕçе хастар хутшăннăшăн тав сăмахĕ каларĕ. «Хăвăр лартнă йывăçсем тавралăха илем кÿччĕр, сире, çамрăк ăрăва, хаяр вăрçăра пуç хунисен паттăрлăхне асра тытма хистеччĕр…» -- тесе вĕçлерĕ вăл хăй сăмахне волонтерсене малашнехи пурнăçра ăнăçу сунса.
ФОТООТЧЕТРА ТĔПЛĔНРЕХ ПАЛЛАШМА ПУЛАТЬ