Çамрăк артистсем савăнăç парнелерĕç
Театр çулталăкне халалласа Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕнче уяв иртрĕ. Ăна шкулти тăван (чăваш) чĕлхtпе литературине вĕрентекен Светлана Никитина ертсе пычĕ.
Хальхинче куракансене шкулти çамрăк артистсем савăнтарчĕç. 5-8 класра вĕренекенсем сцена çинче чăваш писателĕсен юптарăвĕсем тăрăх йĕркеленĕ инсценировкăсем лартса пачĕç. Кашни класс икĕ номер хатĕрленĕ. Самаях тăрашма тивнĕ рольсем калăплакансен. Сăмахĕсене çеç вĕренмелле мар-çке. Килĕшÿллĕ тум, декораци, бутафор хатĕрлессине те çăмăл тееймĕн. 5 класра вĕренекен Анастасия Матвеева Владислав Николаевăн «Пуян куян» юптарăвĕнчи Куян сăнарне ăста вылярĕ. Çак класри Лариса Урмакова вара Николай Ишентей çырнă «Авторитетлă сысна» юптарури Сысна ролĕпе палăрчĕ. 6 класс ачисем сцена çине Стихван Шавлин «Вĕçкĕн Ваççа» хайлавĕпе тухрĕç. Вĕçкĕн Ваççа пекех тытрĕ хăйне Алексей Киданов, Наççа ролĕнчи Раиса Шугурова та артистран кая мар. Автор сăмахĕсене Мария Агашева каларĕ. Куракансем çавăн пекех улттăмĕшсем Александр Кăлкан çырнă « Йытăпа кушак» юптару тăрăх лартнă инсценировкăна та хапăлласа йышăнчĕç. Йытăпа кушак сăнарĕсене Николай Соколовпа Мария Шугурова маттур калăпларĕç. Автор сăмахĕсене вулакан Александр Сапожников та тав сăмахне тивĕç. Çиччĕмĕш класс артисчĕсем вара Александр кăлканăн «Хăравçă мулкач» юптарăвне суйласа илнĕ. Хăравçă Мулкач пекех тытрĕ хăйне Александр Аблясов, чее Тилĕ ролĕнчи Валерия Максимова та маттур, Ксения Степанова вара автор сăмахĕсене вуларĕ. Çавăн пекех çиччĕмĕшсен Владислав Николаевăн «Шĕлепкеллĕ сурăх» юптарăвĕ тăрăх хатĕрленĕ инсценировки те куракансен кăмăлне кайрĕ. Сутуçă рольне Александр Герасимов ăста вылярĕ, Евгений Шайманов вара шĕлепке шыракан Сурăх пулчĕ. Саккăрмĕш класра вĕренекенсем те артистсенчен кая мар вылярĕç рольсене. Марк Аттайăн «Такапа шапа» юптарăвне килĕштернĕ вĕсем. Така сăнарне Ольга Вазенкова, Шапа сăнарне Екатерина Матвеева калăпларĕç. Владислав Николаевăн «Икĕ хурăн» юптарăвĕ те тарăн шухăшлă. Икĕ Хурăн , Наталия Сакмаровăпа Анна Платонова, хăйсен ролĕсемпе савăнтарчĕç. Автор ролĕнче София Матюшкина пулчĕ.
Ачасем суйласа илнĕ кашни юптарăвах усаллине, ырă маррине, суяпа чеелĕхе, айванлăха питлет. Артистсен тĕллевĕ те çавнашкал пулчĕ: ырри усаллине çĕнтермеллех!
Куракансем вара кăмăллă юлчĕç.