Пĕрремĕш пуху
2019-2020-мĕш вĕренÿ çулĕнчи пĕрремĕш класс пухăвне пуçтарăнчĕç 7-мĕш класра вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсем. Пухăва килнисене класс ертÿçи Светлана Никитина çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламласа ырлăх-сывлăх, ачсене воспитани парас ĕçре тимлĕх, юрату, ăнăçу сунчĕ.
Ачасем çуллахи каникула еплерех ирттернине пăхса тухрĕç. Телее, вăл пуриншĕн те хаваслă та усăллă иртнĕ. Вĕсем çу каçа ашшĕ-амăшĕсене хусалăхри тĕрлĕ ĕçе тума та, тĕрлĕ хулара экскурсире, таванĕсем патĕнче пулма та, урамра юлташĕсемпе тĕрлĕ вăйă выляма та, алла кĕнеке тыма та ĕлкĕрнĕ. Çавăн пекех класс ертÿçи çиччĕмĕшсем шкул пахчинче тăрăшса ĕçленине те палăртрĕ. Шкул пахчинче çитĕннĕ çĕр улми, купăста, кишĕр, хăяр тата ытти пахча çимĕçрен хатĕрленĕ апат ачасене вĕренÿ çÿлĕ тăршшĕпех савăнтарĕ.
Пухура ашшĕ-амăшĕсен комитетне суйларĕç. Çак çăмăл мар ĕçе туса пыма Л.И.Сапожниковăна, М.Н.Агашевăна, Е.Н.Соколовăна шанчĕç.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче пĕрле тумалли ĕçсене пăлăртрĕç.
Пухура çавăн пекех шкулти директорăн вĕренÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ Роза Мазякова тухса калаçрĕ, вĕренÿ ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ.
«Пĕрле килĕштерсе ĕçлесен çес çитĕнÿ тума пулать», - тесе пĕтĕмлетрĕç пухăва вĕçлесе ашшĕ-амăшĕсем.