Туслăхпа сывлăх вăййи иртрĕ
Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕнчи 7-мĕш класра вĕренекенсем спортпа питĕ туслă. Николай Соколов, Раиса Шугурова, Валерий Журавлев вара тĕрлĕ ăмăртусенче яланах малти вырăнсене йышăнаççĕ. Уроксем хыççăн та кам кĕрешме, кам футболла выляма е çуран чупма кăмăллать. Сĕтелçи теннис вăййине те чылайăшĕ килĕштерет.
Класра та спорта халалланă мероприятисем сахал мар иртеççĕ. Хальхинче класс ертÿçи Светлана Никитина ачасем валли «Хăвăртрах! Вăйлăрах! Хаваслăрах!» вăйă ăмăрту ирттерчĕ. Виçĕ ушкăн ăмăртрĕ унта. Спорт вăййин ячĕсене лайăх пĕлнине те катартрĕç ачасем. Ку ăмăртура Алексей Киданов палăрчĕ. Алăсене хул пуççи урлă çыхăнтарса пуç тăррине хунă кĕнекесене ÿкермесĕр финиша вара чи малтан Маша Агашева çитрĕ. Палăртнă дистанцие хăрах уран сиксе çитесси, çав вăхăтрах паллă спортсмен ячĕсене асăнасси çăмăлах пулмарĕ пулин те, Данила Журавлев пурне те кая хăварса мала тухрĕ. Ытти конкурссенче те ачасем хăйсен çаврăнăçулăхне, тавçăрулăхне, тимлĕхне, хăвăртлăхне, вăйне тĕрĕслерĕç. Тĕрлĕ вăйă, ăмăрту ачасен ăс-тăнне те, туслăхне те, сывлăхне те çирĕплетет. Çĕнтерÿçĕсем парнеллĕ те пулчĕç. Юлашкинчен пурте пĕрле тутлă çимĕçпе сăйланчĕç.