Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗ -
чӑваш чӗлхи кунӗ. Пӑлапуҫ Пашьел вӑтам шкулӗнче те ҫак ятпа тӗрлӗ мероприяти
иртрӗ.Ирина Матюшкина ертсе пынипе 5-9 класс вӗренекенӗсем Иван Яковлевич
Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа "Чӑваш чӗлхи - тӑван
чӗлхе!" мероприяти ирттерчӗҫ.
Чӑваш чӗлхи кунӗ
ячӗллӗ мероприятинче тӑван чӗлхене халалланӑ сӑвӑсем янӑрарӗҫ. Ирина Матюшкина
чӗлхемӗр пирӗншӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине, вӑл епле пуян та ҫепӗҫ, янӑравлине
ӑнлантарса, пачӗ.
Пире ҫутта
кӑлараканӑмӑр Иван Яковлевич Яковлев пурнӑҫне аса илчӗҫ, унӑн калавӗсене
вуларӗҫ.
Чӑваш чӗлхин кунне
халалланӑ мероприяти питӗ кӑсӑклӑ иртрӗ. Пурте пирӗн Иван Яковлевич Яковлев пек
Улӑп паттӑр пурришӗн савӑнчӗҫ, халӑхшӑн усӑллӑ пулмаллине палӑртрӗҫ.