Апрелĕн 29- мĕшĕ - Чăваш Республикин символĕсен кунĕ. Символсем кашни патшалăхăнах пур. Вĕсен шутне герб, ялав тата гимн кĕреççĕ. Çак символсем патшалăх суверенитетне палăртаççĕ, вĕсен элеменчĕсем халăх пурнăçĕн тата ăс-хакăлĕн енĕсене çутатса параççĕ. Чăваш Республикин символĕсене республикăн Аслă Канашĕ 1992 çулхи апрелĕн 29-мĕшĕнче çирĕплетнĕ.
Ялавпа герб авторĕ – Юрьев Элли Михайлович художник. Герб çинче те, ялав
çинче те икĕ тĕп тĕс – сарă тата тĕксĕм хĕрлĕ. Сарă тĕс – хĕвел айĕнче чăвашсем
пурăнакан талккăш символĕ, хĕрли çĕре пĕлтерет. Герб тата ялав çинче «Пурнăç
йывăçне» тата «Виçĕ хĕвел» эмблема ÿкернĕ.
Патăрьел округĕнчи Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕн 6 – мĕш класĕнче паян Светлана Никитина вĕрентекен «Чăваш патшалăх символĕсем» темăпа калаçу урокĕ ирттернĕ, Элли Юрьевпа Илле Тукташ çинчен каласа кăтартнă, ачасен ыйтăвĕсене хуравланă. Урок вара Чăваш Республикин гимне ура çине тăрса шăрантарнинчен пуçланнă.
