Чăваш халăх ÿнерĕ пуян та нумай енлĕ. Унăн тĕп тĕслĕхĕсенчен пĕри – тĕрĕ эрешĕ. Чăваш тĕррин кунне те уявлать пирĕн халăх. Çак куна Патăрьел округне кĕрекен Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕн вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕсем те анлăн паллă турĕç. Кашниех шкула чăваш тумĕпе килме тăрăшрĕ е яланхи тумтире чăваш тĕрриллĕ илемлĕх хатĕрĕсемпе пуянлатрĕ. «Чăваш тĕрри вăл пулĕ ĕмĕр-ĕмĕр халăх мулĕ!» выставкăпа паллашма пултарчĕç ачасем те, аслисем те. Класс ертÿçисем ачасемпе чăваш тĕрри-эрешне халалланă сехетсем ирттерчĕç. Халăх шухăшĕ-ĕмĕчĕ, вăл илеме еплерех ăнланни шăпах çак искусствăра палăрнине те ăнлантарчĕç, чăвашсен паллă тĕрĕçисене аса илчĕç, тĕрĕ тĕслĕхĕсемпе паллашрĕç, юнашар пурăнакан халăх тĕррисемпе те танлаштарчĕç чăваш тĕррине. Чăвашсем тĕрленĕ чух хăш тĕссене суйласа илни те кăсăклă пулчĕ ачасемшĕн. «Хĕрлĕ, симĕс, сарă, хура, кăвак тĕссене килĕштереççĕ иккен чăвашсем. Вĕсем çут çанталакри тĕссене çывăх. Чăваш тĕррин уйрăмлăхĕ вăл – çип шутласа тĕрлени, çавăн пекех – çĕвĕсем тĕрлĕрен пулни. Пирĕн халăх тĕррине тĕнчипех пĕлеççĕ…», - тесе ăнлантарчĕ 5-мĕш класра вĕренекенсене Светлана Никитина вĕрентекен «Чăваш тĕррин илемĕ такам чунне те тыткăнлать» калаçу сехетĕнче. «Илемлĕ, илемлĕ…» юрра итленĕ май 8-мĕш класра вĕренекенсем «Чăваш тĕрри» темăпа пуç ватмăшсем çырчĕç. Чи маттурри Валерий Чебоксаров пулчĕ.
Ĕмĕрсем иртсен те чăваш тĕррин илемлĕхĕ çухалман, малашне те унăн пĕлтерĕшĕ ан чактăрччĕ.





