Шкул, округ чысне хÿтĕлерĕç

Шкул, округ чысне хÿтĕлерĕç

                Мартăн 5-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университечĕ пултаруллă ачасене пухрĕ. Кунта чăваш чĕлхипе  литература предмечĕсемпе муниципалитет шайĕнче çĕнтернĕ вĕренекенсем Регионсен шайĕнчи олимпиадăна хутшăнса хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç. Олимпиадăна  Чăваш Республикинчи ачасемпе пĕрле Чĕмпĕр облаçĕнчи, Пушкăртстанри, Тутарстанри маттур вĕренекенсем те хутшăнчĕç.

          Патăрьел округĕнчи Пăлапуç Пашьел шкулĕнче пĕлÿ пухакан Ева Агашевăпа (10 класс)  Людмила Пудовкина (11 класс) та çак чыса тивĕçрĕç. Хĕр ачасем олимпиадăра шкул, округ чысне тивĕçлипех хÿтĕлеме пултарчĕç. Ева Агашева призерсен йышне кĕчĕ.

Хĕр ачасене тата вĕсен ертÿçине (Никитина С.П.) саламлатпăр, малашне те çитĕнÿсем сунатпăр.